Паян Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре митинг иртнӗ – Китай савутне хута ярассине хирӗҫ пулнине палӑртса халӑх чылай пухӑннӑ. Аса илтерер: Илпеш тӑрӑхӗнче ҫӗртме уйӑхӗнче 65 гектар ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗре промышленноҫ категорине куҫарнӑ. Кун пирки ҫынсем пӗлмен.
Митинга пухӑннисем ку ыйтупа халӑх итлевӗ тума ыйтнӑ. Кӳкеҫри Ленин палӑкӗ умне тӗрлӗ плакат йӑтнӑ ҫынсем тухнӑ. Ҫынсен шухӑшӗпе, ҫӗр Китайсен аллине лексен пӗтет.
«Ҫак ҫӗр аэропорт, Шупашкар электростанцийӗ тата Химпром хушшинче вырнаҫнӑ, эппин, вӑл стратеги пӗлтерӗшлӗ объект. Унта нимӗнле ют ҫынсем те пулмалла мар. Ҫак ҫӗрӗн чӑваш халӑхӗн пулмалла. Халӑх шухӑшне илтмерӗҫ, ӑна ыйтман та. Пирӗн халӑх Китай инвесторӗсене хирӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн ӗнсе кайнӑ ҫӗр юлать. Унта йӑлтах пӗтет: ҫӗр, шыв, сывлӑш. Йӑлтах!» - тенӗ Ҫӗньял ҫынни Лариса Васильева.
Халӑх шухӑшӗпе, китайсем сӗт савутне ҫӗклесен ҫынсем сӗт сутса укҫа тӑваймӗҫ.
Митинг 11 сехетре вӗҫленнӗ. Унта 300 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Фотографсен кунӗнче, республикӑри паллӑ фотокорсене сума сӑвас йӑлана Сергей Журавлев фотожурналист 5 ҫул каялла йӑлана кӗртнӗ. Ҫын умӗнче курнӑҫланас тӗллевпе мар. Чунӗ ыйтнипе. Кӑҫал унпа «Хыпар» издательство ҫуртӗнчи ӗҫтешӗсем те пулчӗҫ.
Карачурари 3-мӗш ҫӑва ҫинче ТАСС фотокорӗ Юрий Ананьев, ҫавӑн пекех Валентин Шемаровпа Виталий Исаев ӗмӗрлӗх канӑҫ тупнӑ, Карачурари 1-мӗш масар ҫинче — Иван Никифоров, Георгий Зиньков.
Сергей Витальевич кашни фотокорреспондент ҫинчен темччен каласа кӑтартма пултарать. Георгий Зиньков темле сӑпайлӑ трактористпа сысна пӑхакана та сӑн ӳкерӗнме ӳкӗте кӗртме пултарнӑ.
Явӑшри ҫӑва кивӗ мар пулин те тулсах пыни аван сисӗнет. Унтах Иосиф Дмитриев-Трер режиссер, Геннадий Большаков артист канлӗхне тупнӑ. Сӑмах май, хамӑн тӑван ял ҫыннин, Станислав Малютин профессорӑн, вил тӑпри патӗнчен те иртрӗмӗр. Ҫав масарта Юрий Дмитриева, Семен Игнатьева пытарнӑ. Шупашкар ҫывӑхӗнчи Ишлей ҫӑви ҫине те кӗрсе тухрӗҫ. Унта Шупашкар районӗнчи Ишекре ҫуралнӑ Александр Костин фотокора пытарнӑ (сӑнӳкерчӗкре).
Чӑваш Енре пӗр хӗр чутах шывра путса вилмен. Юрать, ҫав вӑхӑтра ӑна ҫӑлакан тупӑннӑ. Унсӑрӑн мӗн пулассине калама та хӑрушӑ.
Ҫав кун наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан аслӑ оперуполномоченнӑй Дмитрий Орлов тусӗсемпе Шупашкар районӗнчи кану базинче пӗве хӗрринче каннӑ. Унччен те пулман ҫухӑрашнӑ сасӑ илтӗннӗ. Такам пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ.
Хӗр ҫухӑрнӑ-мӗн. Вӑл ҫыранран самай аякка ишсе кайнӑ хӗр тусне пулашма хӑтланнӑ. Лешӗ вӑйран кайнӑ, хускалайман та.
Дмитрий Орлов пӗр тӑхтаса тӑмасӑр пӗвене чӑмнӑ та путма пуҫланӑ хӗре ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Кайран хӗр ҫавӑнтах тӑна кӗнӗ.
Нумаях пулмасть чӑваш парламентӗнче депутатсенчен пӗрне тишкернӗ. «Хыпар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Александр Федотов вице-спикер ертсе пынӑ.
Комитет пайташӗсем Александр Андреев «халӑх тарҫи» депутат этикин правилисене мӗнле пӑхӑннине пӑхса тухнӑ. Ҫапла тума вӗсене юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева сӗннӗ иккен.
Андреев депутат Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи ҫӗре ял хуҫалӑх ҫӗрӗсен категорийӗнчен промышленноҫ ҫӗрӗсен категорине куҫарни пирки тӗрӗс мар калаҫнӑ-мӗн. Ҫавна вӑл парламентӑн черетлӗ 33-мӗш сессийӗнче те каланӑ иккен, ҫавӑн пекех МИХсенче, тӗнче тетелӗнче хыпарланӑ-мӗн.
Маларах асӑннӑ комитет пайташӗсем Андреев депутат республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ӗҫне тӗрӗс мар информацие тӗпе хурса, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен халӑх итлевӗсем ирттермелли полномочийӗсене шута илмесӗр критикленӗ тесе хакланӑ. Александр Андреева хайхисем тӗрӗс фактсемпе усӑ курма сӗннӗ.
Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче регистрациленнӗ 28 ҫулти хӗрарӑмӑн коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тата кредитсемшӗн 372 пин тенкӗ парӑм пухӑннӑ. Анчах хайхискере приставсем 2017 ҫултанпа шыраса тупайман: регистрациленнӗ вырӑнта вӑл пурӑнман, телефонне тытман.
Ҫапах ҫак хӗрарӑма тупма май килнӗ. Ӑна Шупашкрати ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче асӑрханӑ. Унта хваттер илме те ӗлкӗрнӗ хайхискер. Вӑл виҫӗ ҫул приставсенчен тарса пурӑннӑ, пурӑнмалли вырӑна темиҫе хутчен те улӑштарнӑ.
Хӗрарӑм ӑна шыраса ан тупчӑр тесе хушаматне, ашшӗн ятне улӑштарнӑ, ҫӗнӗ документсем илнӗ. Анчах ҫакна ҫеҫ шута илмен вӑл: приставсен мӗнпур патшалӑх регистраци органӗнчен информаци ыйтма ирӗк пур.
Кӑҫал пирӗн республикӑра 16 ача пахчи хута ямалла. Ҫакӑн валли хыснаран 2 млрд тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Апла пулин те ӗҫ пур ҫӗрте те кал-кал пымасть иккен. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен ирттерекен канашлура сӑмах хускатнӑ.
Графикпа ӗлкӗрсе пырайманнисен шутӗнче, сӑмахран, — Йӑлӑмри садик. Ӑна «Стройград» текен предприяти тума пуҫланӑ. Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнчи ача пахчи тӑвасси ҫинчен контракт та хатӗр мар иккен. Шупашкарти Университет урамӗнче хӑпартма пуҫланӑ ача пахчине утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле пулнӑ, анчах ӗҫсем вӗҫленмен.
Хӑйсен вӑйне шанман строительсем тивӗҫе субподрядчике шаннӑ тӗслӗхсем те пур. Михаил Игнатьев ӗҫе хӑвӑртлатмалли пирки асӑрхаттарса каланӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Николай Шелепи палӑкӗ патне чечек хунӑ.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Тутарсранри Аксу поселокӗнче чӑвашсен «Уявӗ» иртессине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Унта Чӑваш Енӗн тӗрлӗ районӗнчи (Шӑмӑршӑ, Шупашкар, Патӑрьел, Етӗрне районӗсенчен, Шупашкар хулинчен), Пушкӑртстанри, Самар облаҫӗнчи тата Тутарстанри пултарулӑх ушкӑнӗсем пырсӑ ҫитнӗ.
Уява кайнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗпе Тутарстан Президенчӗ чӑваш халӑх поэчӗ Шелепи бюсчӗ патне чечек хунӑ.
Тутарстанри вӑрман хуҫалӑхӗн пӗрремӗш министрӗн Владимир Гуляевӑн бюстне уҫма хутшӑннӑ.
Икӗ регион ертӳҫи ун хыҫҫӑн Тутарстанра пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ пӗтӗм чӑвашсен «Уявне» хутшӑннӑ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 29 ҫулти арҫыннӑн судра явап тытма тивӗ. Ӑна тӑван мар хӗрне ясар шухӑшпа тапӑннӑшӑн айӑпласшӑн.
Йӑлтах кӑҫал авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхине пулса иртнӗ. Ҫак ӳсӗр арҫын тӑван мар хӗрне, 9 ҫултискере, ясар шухӑшпа тапӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра арӑмӗ килте пулман.
Кӑшт вӑхӑ иртсен хӗрачан кун пирки амӑшне каласа кӑтартнӑ. Хӗрарӑм вара йӗрке хуралӗн органӗсене пӗлтернӗ. Арҫынна ун чухнех тытса чарнӑ. арҫын ҫак преступление тунине кӳнтеленсем, шар курнӑ хӗрача каласа кӑтартнисем ӗнентереҫҫӗ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма ярса панӑ.
Ишӗлекен ҫурт-йӗрте пурӑнакансене хӑтлӑ хваттере куҫарӗҫ. Сӑмах япӑх тесе 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен йышӑннисем пирки пырать. Республика программине 2019-2025 ҫулсенче пурнӑҫлама пӑхса хӑварнӑ. Асӑннӑ ӗҫлӗ хутӑн пӗрремӗш тапхӑрӗпе килӗшӳллӗн нумай хваттерлӗ 10 ҫуртра пурӑнакан 181 ҫынна 2019-2020 ҫулсенче хӑтлӑ хваттерсене куҫармалла.
Чӑваш Енӗн Стройминӗ паян пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑна 96,15 миллион тенкӗ килмелле. Кун пирки Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑламалли фондпа пирӗн республика хушшинче ятарлӑ килӗшӗве алӑ пуснӑ.
Ишӗлекен ҫурт-йӗртен куҫармалли программӑна 8 муниципалитет хутшӑнать: Элӗк, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар районӗсем, Улатӑр, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисем. Программӑпа килӗшӳллӗн 287 ҫуртра пурӑнакан 753 ҫынна куҫармалла. Ун валли 371,3 млн тенкӗ кирлӗ пулӗ.
Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗнчи ял хуҫалӑх ҫӗрне промышленноҫ категорине куҫарнӑ. Кун пирки халӑха пӗлтермен. Аса илтерер: унта Китай ҫыннисем сӗт савучӗ ҫӗклеме палӑртнӑ, анчах ҫынсем хирӗҫленӗ.
Халӗ илпешсем питӗ кӑмӑлсӑр. Китай инвесторӗсем Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсенче савут ҫӗклес ыйтӑва хускатнӑ, анчах унта та халӑх хирӗҫ пулнӑ. Кун хыҫҫӑн китайсем каллех Илпеш тӑрӑхне таврӑнни вырӑнти халӑха питех те кулянтарать.
Кӑмӑлсӑрланнӑ халӑх митинга тухасшӑн. Вӗсем ӑна йӗркелеме ирӗк илнӗ. Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 10 сехетре илпешсем Кӳкеҫ поселокӗнчи Ленин палӑкӗ умне пуҫтарӑнӗҫ. Унта килнисем ЧР Министрсен Кабинечӗ ку постановление саккуна пӑхӑнса тунипе туманни пирки калаҫӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |